Хисеплě Анатолий Ильич!
Сире çуралнă кунпа, çавра çулпа чěререн саламлатпăр!
Эсир кирек-мěнле ěçре те хăвăра шанса панă ěçсене чыслăн, тивěçлěн, тěплěн пурнăçлатăр.
Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, çемьере мăшăрпа, ывăл ачапа, пулас мăнуксемпе телей курса пурăнмалла пултăр.
Пурнăçра чăваш юманě пек çирěп сывлăх, хур-кайăк çулě пек вăрăм кун-çул, иксěлми вăй-хăват паракан юрату, ырлăхпа тăнăçлăх, çителěклě пурнăç сунатпăр.
Малашне те чăваш халăхěшěн ырă ěçсем тума вăй-хал тапса тăтăр!
Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев

