«Ҫурла уйăхěн 10-мěшěнче чăваш халăх çыравçине Анатолий Ильин Кибече 85 çул тултарнипе саламлама К.В. Иванов музейне чылай хăна пуçтарӑнчě. Вěсен хушшинче Чăваш наци конгресěн пайташěсем те чылай. Анатолий Кибеч – Чăваш наци конгресне уçса йěркелекенсенчен пěри. Чылай çул вăл Ваттисен канашне те ертсе пынă. Халě те пухусенче хастар хутшăнать, чăваш халăхне кирлě тěрлě кăткăс ыйтусене çěклет… Чăваш наци конгресěн президенчěн ячěпе юбиляра хисеп грамотипе тата ятарласа кăларнă сехет парнелесе чысларăмăр,» — каласа пěлтерчě ЧНК «Ваттисен канашěн» ертÿçи Василий Артемьевич Федотов.
(Сăнÿкерчěкěсем Лидия Филипповăн.)
Елизавета Долгова