Ҫěртме уйăхěн 15-мěшěнче Шупашкар хулинчи депутатсен Канашěн çумěнчи аслă çула çитнě çынсен (ваттисен) Канашěн тата Чăваш наци конгресěн ваттисен Канашěн пайташěсем пěрле Богдан Хмельницкий урамěнче вырнаçнă хулари тěп масарăн мемориал комплексне çитсе курчěç.
Кунта пытарнă паллă çынсен тата Тăван Ҫěршывăн Аслă вăрçи вăхăтěнче госпитальте вилнě салтаксен вилтăприсем умěнче пулчěç. Кунти вырӑна тирпейлесси тата çěнетсе майласси пирки калаçрěç.
11 сехетре хулари администраци пÿлěмěнче канашлăва пуçтарăнчěç. Масарăн мемориал комплексне илемлетсе çěнетес ыйтупа Г.М. Алексеев, Р.И. Ерусланова, П.М. Митрофанов, Н.К. Кириллов, П.Я. Доренкова, Х.М. Макаров тата ыттисем те хăйсен шухăшěсене пěлтерчěç.
Канашлăва хулари ваттисен Канашěн ертÿçи И.А. Баскаков тата Чăваш наци конгресěн ваттисен Канашěн председателě В.А. Федотов ертсе пычěç.
Елизавета Долгова
(сӑнӳкерчӗкне уҫӑ ҫӑлкуҫран илнӗ)