Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче конгресăн «Чăваш тĕнчи» хаçачĕн çĕнĕ номерĕ пичетрен тухрĕ.
Малтанхи страницăна йăлт çитес XI Аслă Пухăва халалланă. Николай Федорович Угаслов президент çак яваплă мероприяти умĕн хăй мĕн шухăшлани пирки, хатĕрленес тапхăр мĕнле пыни çинчен тĕплĕн уçса пынă.
Хаçатра ЧНК юлашки тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем, палăртнă конкурссем çинче çырса панă. Регионсенчи хыпарсем те анлă вырăн йышăнаççĕ. Çĕнĕ номерте публицистикăллă статьясем те вырăн тупнă.
Яланхиллех «Чăваш тĕнчи» хаçат Чăваш Республикинчи цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Гранчĕпе тата «Хыпар» хаçат ĕçченĕсем пулăшнипе тухнă.