




















2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш наци конгресĕн XVIII Мăн Канашĕнче конгресăн XI Аслă Пухăвне ирттересси çинчен йышăну туса хăварнăччĕ. Çак яваплăран та яваплă историллĕ пулăма хатĕрленес тапхăр мĕнле пыни çинчен авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ конгресс Президиумĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.
Тĕп ыйтăва пăхса тухма пуçличчен Ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ильич Ухтияров ЧНК президентне Николай Угаслова Чăваш Патшалăх Канашне суйланнă ятпа президиум ячĕпе чунтан саламларĕ, халăх интересĕсене парламентра хÿтĕлес ĕçре ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех депутата суйланнă ятпа Юрий Зорин вице-президента та саламласа хăварчĕç.
Ларăва малалла ЧНК президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе ертсе пычĕ.
Вăл Аслă Пухăва хатĕрленессине пурин те пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕ. «Регионсенчен тата Чăваш Ен районĕсенчен килекен делегатсем мĕнлерех ыйтусем тăратма пултарассине пĕлсех тăмалла. Форума хуравĕсене пама пултаракан министрсене чĕнмелле, унта çивĕч те кирлĕ ыйтусене татса памалла, вăл пуриншĕн те усăллă пултăр»,- терĕ президент. Вăл Пухăва килекен делегатсене кирлĕ шайра кĕтсе илмеллине, вырнаçтармаллине, вĕсем валли Шупашкар хулипе паллашма, канма май туса памаллине каларĕ.
Президиум хăш-пĕр пайташĕсем Калининград, Волгоград хулисенче чăваш обществисем çуккине, унтан делегатсем мĕнле суйлас ыйтăва хускатрĕç. Николай Федорович çакнашкал тăрăхсенчен Аслă Пухăва унти пултаруллă чăваш хастарĕсене суйлама сĕнчĕ.
Ларури çивĕч ыйтусенчен пĕри – Чăваш наци конгресне укçа енчен малалла епле тытса пырас ыйту пулчĕ. Чылай сĕнÿ пачĕç. Президиумăн тепĕр ларăвне республика ертÿлĕхĕн представительне чĕнме калаçса татăлчĕç.
Николай Федоровичăн сăмахне малалла тăсса Анатолий Ухтияров Аслă Пухăва хатĕрленес енĕпе Ĕçтăвком мĕнле ĕçсем тунине тата малалла мĕн палăртнине уçăмлатрĕ. Вăл съезд валли кĕнеке-альбом хатĕрленине тата унăн содержанийĕ мĕнле пулмаллине каласа пачĕ. Николай Угаслов çак кĕнекене редакци комиссийĕ тепĕр хут пăхса тухмаллине, кĕнекене тата мĕн çинчен кĕртмеллине тишкерме сĕнчĕ.
Президум ларăвĕнчи иккĕмĕш ыйтупа Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров тухса калаçрĕ. Вăл комитет ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Президиум пайташĕсем умĕнче отчет пачĕ. « Авăн уйăхĕнче эпĕ Ĕç тăвакан комитета ертсе пыма пуçлани шăп виçĕ çул çитрĕ. Çак вăхăтра чылай ĕç тума май килчĕ. Регионсене, Чăваш Ен районĕсене тухса çÿресе нумай мероприяти ирттертĕмĕр. Никама курăнман ĕç – хутпа ĕçлесси. Ăна та, комитетра ĕçлекен çукпа пĕрех пулсан та, кирлĕ шайра йĕркелесе пыратпăр»,- терĕ Анатолий Ильич. ЧНК çуртне хăтлă тытса тăрасси, халăха кирлĕ пек кĕтсе илесси те Ĕçтăвком ĕçех.
Малалла Президиум пайташĕсем экономика комитечĕн председателĕ Геннадий Тяпкин вице-президент тунă ĕçсем çинчен каласа панине итлерĕç.
Ларăва вĕçленĕ май Николай Угаслов пурне те общество ĕçне хастар хутшăннăшăн чунтан тав турĕ, Аслă Пухăва тăрăшса, кирлĕ шайра ирттерсе яма чĕнсе каларĕ.
ЧНК пресс-служби.