Ҫурла уйăхěн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн делегацийě Оренбург облаҫӗнче салтаксем вырнаҫнӑ вěренÿ полигонне пуçтарăнса тухса кайрӗ. Делегаци йышěнче конгресс президенчě Валерий Клементьев, президент советникěпе Алексей Муллин, президиум пайташě Ирина Лампасова тата конгресс пайташěсем – артист ушкăнě пулчěç. Конгресс делегаципе пěрле Оренбург, Пушкăрт тăрăхěсенчи чăвашсем те тěлпулăва хутшăнчěç.
Ҫула тухас умěн темиçе кун маларах В.Л. Клементьев Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн администрацийěпе салтаксем патне каяс ыйтупа тачӑ ҫыхӑнса ěçлерě. Ҫывăх кунсенче ятарласа ирттерекен операцинче хутшăнма тухса каякан салтаксемпе офицерсене валли республикăн тěрлě кěтесěнче пурăнакан ентешсем гуманитари пулӑшӑвне хатěрлесе парса ячěç. Уйрӑмах çак ěçре Элӗк, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай районӗсем вăйлă тӑрӑшрӗҫ. Гуманитари грузӗн йышӗнче: тушенка, ҫӑратнӑ сӗт, медикаментсем, раци, вут-çулăм сÿнтермелли хатěрсем (огнетушительсем) тата ытти те.
Чӑваш Енрен килекен хӑнасене салтаксем кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ. Вěсем юлашки хыпарсемпе интересленчӗҫ, кучченеҫсемшӗн тав турӗҫ.
Чӑваш эстрада артисчӗсем Валерий Клементьев, Ирина Лампасова, Алена Акăшпи, Андрей Емельянов тата Людмила Засыпкина Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене чӑн-чӑн уяв-концерт кăтартса савăнтарчěç. Куракансем концерт хыççăн саланма васкамарěç. Килнě хăнасемпе пěрле сăнÿкерчěксем турěç. Пирěн «Атăл» батальонри ентешсем хăйсене вăхăтлăха килте пулнă пек туйни çинчен пěлтерчěç.
Чăваш наци конгресěн пайташěсем кун пек пархатарлă ěçе татах та малалла туса пыма палăртнине калаçрěç.
Елизавета Долгова