Екатерина Ефремова ячĕллĕ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче 14.00 сехетре пуҫланать…
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Пурне те хапăл тусах кĕтетпĕр!
«Аваллăхсăр малашлăх çук», — теççĕ халăхра. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тата чӑвашсен паллӑ ҫыннисен эткерлӗхне тӗрлӗ халӑх патне илсе ҫитерес енӗпе Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ нумай тӑрӑшать. Ку енӗпе комитет пуҫарса янӑ «Чӑваш енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» тата «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проектсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ (авторӗ – Вера Архипова).
Палӑртнӑ проектсемпе килӗшӳллӗн кӑҫал халӑхсен хушшинчи «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль офлайн тата онлайн мелӗпе виҫҫӗмӗш хут иртет (авторӗ – халӑх маҫтӑрӗ Зинаида Воронова). Ӑна Екатерина Ефремова тӗрӗҫӗ пултарулӑхне халалланӑ.
Чӑваш ҫи-пуҫӗнче, тӗрринче халăхăмăрăн кун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ, илемлĕхе туйма пĕлни упранать. «Ахах-мерчен аваллӑхӗн» пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк, вӑл чăваш халăхĕн йăли-йĕрки пуянлăхне уçса парать. Фестиваль авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли-йӗркине упраса хӑварма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ăстасен пӗлӗвне сарма пулӑшӗ.