Чăваш профессиллĕ çыравçисен пĕрлĕхĕн, ЧНК президиумĕн пайташĕ Михаил Краснов (Ара Мишши) — Чăваш Енри писательсенчен çĕнĕ ят. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн алла калем тытнăскер, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Хайĕн хайлавĕсене вăл икĕ патшалăх чĕлхипе те пичетлет. Писатель ачасем валли çырма кăмăллать. Чăвашлăха, атте-анне чĕлхине, тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварасси, ачалăхра çутă малашлăха ĕмĕтленни çинчен шăрçалать.
Ара Мишши Чăваш наци конгресĕн «Чăваш тĕнчи» хаçачĕпе те питĕ туслă. Кашни номерте унăн конгресс ĕç-хĕлне, чăвашлăха халалланă статьисем ăнăçлă пичетленеççĕ.
Акă, ман алăра каллех çĕп-çĕнĕ кĕнеке. «Тăвалла çул» ятпа кун çути курнăскерте çыравçă юлашки вăхăтра хайланă калавĕсене, повеçне кĕртнĕ. Хастар пайташăмăра малалла та хавхаланса ĕçлеме вăй-хăват, ăнăçу сунар.
ЧНК пресс — служби.
#çĕнĕкĕнеке#ЧНК#çыравçă#АраМишши

