Ҫурла уйăхěн 10-мěшěнче чӑваш прозаикӗ, поэт тата драматург, педагог, Чӑваш Республикин халӑх писателӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Раççей çыравçисен Пěрлешěвěн пайташě Анатолий Ильич Кибеч 85 çул тултарать.
Анатолий Кибеч 1937 çулхи çурла уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш Енěн Канаш тăрăхěнчи Чул кăмака (Челкумаги) ялěнче çуралнă.
Ялти шкул хыҫҫӑн Канашри педагогика училищинче вěреннě. 1968 çулта Чӑваш патшалăх педагогика институчӗн музыкӑпа педагогика факультетӗнчен, 1976 ҫулта Наукӑпа тӗпчев институчӗн аспирантуринчен вěренсе тухнă.
Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗнче музыка кабинечěн заведующийě пулса, 1976-1982 çулсенче – И.Н. Ульянов ячěллě Чӑваш патшалăх университечӗн философи кафедрин доценчӗ пулса, 1982-1999 ҫулсенче – И.Я. Яковлев ячěллě Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ пулса ěçленě.
Анатолий Кибечěн ӗҫӗ-хӗлӗ нумай. Унăн наци ыйтӑвӗпе демократие хӳтӗлес тата эстетика воспитанийӗн проблемисем тӗлӗшпе 70 ытла наука тата методика ӗҫӗсем пичетленсе тухнӑ. Унӑн юррисем, прозӑри сӑввисем тата драмӑллӑ произведенисем халăхра анлӑн сарăлнă. Уйрӑммӑнах «Ĕмĕр сакки сарлака» (кěвви Ю. Григорьевăн), «Пурнăç çулĕ такăр мар» (кěвви Ю. Жуковăн), «Телей, телей» (кěвви А. Никитинăн) тата ыттисем. А. Кибеч Шупашкар хулин гимнěн «Шурă Шупашкар» (Светлый город Чебоксары) авторě. Унӑн «Ехрем хуçа» пьесине Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăк куравçă театрне кайса курма пулать. Унăн паллă кăларăмěсем хушшинче: «Пурнăç çулĕ такăр мар», «Пурнăç кĕнеки», «Улăп таврăнни», «Юратнă юрăсем», «Юратусăр телей çук», «Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар», «Шартлама», «Кĕлĕ», «Аннерен хакли никам та çук!» тата ыттисем.
(сӑнӳкерчӗксене уҫӑ ҫӑлкуҫран илнӗ)
Елизавета Долгова