Валентина Суханова-Белова Коми Республикинчи Ухта хулинчен Шупашкара хăнана килчě. Вăл Чӑваш наци конгресěнче ЧНК ěçтăвком председателěпе Нина Андреевӑпа, ЧНК культура енӗпе ӗҫлекен комитет ертÿçипе Вера Архиповăпа тěл пулса калаçрě.
Ҫавăн пекех Шупашкарти Чăваш наци библиотекинчи «Наци кěтречě. Константин Иванова халалласа» курава çитсе паллашрě.
Валентина Беловӑн этника ҫӗршывӗ – Чăваш Республикин Сӗнтӗрвӑрринчи Пуснаркасси ялě. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралса ӳснӗ. Ашшě – Белов Илья Якимович (1913-1987) – НКВД службинче Ухткомбинатра, амăшě – Мария Гурьянова Белова (Суханова) — Ухтинӑри тěп больницăра аслӑ медсестра пулса ěçленě.
Валентина Суханова – вěрентекен, тӑлмачӑ, юрӑҫӑ, композитор. Вăл Чулхулари Н.А. Добролюбов ячěллě патшалӑх педагогика ют чěлхесен институтěнче вěреннě. Ухтинăри патшалăх техника университетěнче студентсене акӑлчанпа нимӗҫ чӗлхине вěрентет. Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗмӗл сасӑ» (2001, 2005), «Атӑлҫи Ҫӑлкуҫӗсем» (2005) конкурссенче тата тӗнчери тěрлě наукӑпа практика конференцийӗсене ҫуллен хутшӑнать.
Валентина Суханова — чӑваш халӑх пултарулӑхне юратать. Унăн репертуарěнче чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла юрăсем, ҫавӑн пекех джаз композицисем пур. Наградисем хушшинче: Раҫҫей фондӗн ылтӑн медалӗ тата ООН Экономикӑпа Социаллӑ Канашěн çумěнчи тӗнче Федерацийӗн дипломӗ пур.
Чӑваш халӑхӗн культура еткерлӗхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Валентина Ильиничнӑна чун-чěререн тав сăмахě калас килет. Ҫирӗп сывлӑх, аталану, иксӗлми энерги, хавхалану тата ěçре – çěнě çитěнÿсем сунатпăр.
Елизавета Долгова