Паян, 2022 çулхи чÿк уйăхěн 10-мěшěнче, Комсомольск районěн Кěçěн Каçал ялěнче çуралса ÿснě, Ҫěнě Шупашкарта пурăнакан Василий Артемьевич Федотов 75 çул тултарчӗ.
В.А. Федотов – философи ăслăлăхěсен докторě, И.Н. Ульянов ячěпе хисепленекен ЧГУ профессорě, Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченě, Чăваш Республикин наукăн тава тивěçлě ěçченě, Пěтěм тěнчери информатизаци академийěн пайташě, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн пайташě, Чăваш наци конгресěн президенчě çумěнчи ваттисен Канашěн председателě.
Хисеплě Василий Артемьевич!
Сире çуралнă кунпа чун-чěререн саламлатпăр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, иксěлми вăй-хăват паракан юрату, ырлăхпа тăнăçлăх, çителěклě пурнăç сунатпăр. Ĕçре пысăк çитěнÿсем пулччăр! Мěн шутлани пурнăçа кӗрсе пытăр. Малашне те чăваш халăхěшěн ырă ěçсем тума вăй-хал тапса тăтăр!
Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев