Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗнчи ваттисен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Кун йӗркинче ваттисен канашӗ ҫинчен калакан положенине ҫирӗплетес пирки тата 2022 ҫул валли план йышӑнасси ҫинчен чарӑнса тӑчӗҫ. Положенине йӗркелесе ҫитерме ваттисен канашӗн пайташӗсем Ф. И. Мадуровпа Р. И. Ерусланова чылай вӑй хучӗҫ. Раиса Ильинична пӑхса тухакан положенине мӗнле ҫӗнӳлӗхсем кӗртни ҫинчен каласа пачӗ. Ваттисен канашӗ палӑртнӑ положенине пӗр сасӑллӑ пулса йышӗнчӗҫ.
2022 ҫул валли план йышӑнас пирки те канаш ларӑвӗнче усӑллӑ сӗнӳсем пулчӗҫ.
Чӑвашран тухнӑ паллӑ ҫынсене чыслас пирки асӑнчӗҫ ваттисен канашӗн пайташӗсем. Кун пирки чӑваш ҫӗршывӗн пуҫлӑхӗ О. А. Николаев хӑй вӑхӑтӗнче указ кӑларнӑччӗ. ЧНК ваттисен канашӗн председателӗ В. А. Федотов чӑвашсен паллӑ тюркологӑн, 17 томлӑ словарь авторӑн — Н. И. Ашмаринӑн Хусан хулинчи Арск масарӗнчи вил тӑприйӗ ҫинче лартнӑ палӑка ҫӗнетесси пирки асӑнчӗ.
Ларӑва килнисем 2022 ҫулхи ӗҫ планне тӗпе хурса пӗр канашлӑн йышӑнчӗҫ.
Валерий Леонидович Клементьев ваттисен канашӗн пайташӗсене тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тав турӗ, ҫитес ҫӗнӗ ҫул ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ.