Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн ларӑвӗсем иртрӗç. Ваттисен Канашěн пайташě В.Я. Шадриков «Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем» (Выдающиеся люди Чувашии) альбом — кӗнеке кӑларасси ҫинчен пӗлтерчě. Ку питех те паха хыпар пулчě. Ăна сӳтсе явнӑ май Ваттисен Канашӗн пайташӗсем социаллӑ пурнӑҫпа, экономика тата ӑс-хакӑлпа культура отраслӗсен ěçченěсене 13 тěрлě енпе тишкерсе хакларěç. Тивěçлисене вара асăннă кӑларӑма кěртме палăртрěç. Пухӑва ЧНК Ваттисен Канашěн ертӳçи В.А. Федотов ертсе пычӗ.
Елизавета Долгова


