Иртнӗ эрнере Ваттисен Канашěн ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркин тӗп ыйтӑвӗ – Чӑваш наци конгресӗн 30 ҫул ҫитни. Ларăва Ваттисен Канашěн председателě В.А. Федотов ертсе пычě. Ěçлě калаçăва ЧНК президенчě В.Л. Клементьев та хутшăнчě.
Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ В.Я. Шадриков тата Раççей Федерацийěн тата Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Р.И. Ерусланова сěнÿсемпе тухса калаçрěç.
Василий Яковлевич чăваш çěрěнчен тухнă паллă çынсен галерейине Ехрем хуçа урамěнче уçса вырнаçтармаллине палăртрě. Раиса Ильинична кашни районăн тěп лапамěнче иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттăрлăх кăтартнă салтаксене чысласа ěмěрлěх асăну çулăмě уçма сěнчě.
Елизавета Долгова