Ака уйăхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Виктор Чугаров чӑваш чěлхи Кунне халалласа «Чăваш чěлхи» ятлă хăй ӳкернě документла фильм кăтартрě. «Кирек мӗнле чӗлхе те унпа усă курсан, калаçсан – пурӑнать. Тăван чěлхепе калаçакансем пур чухне пирӗн чӗлхен пуласлӑхӗ те пур…» — çак шухăша тěпе хурса ӳкернě иккен ăстаçă хăйěн картинине. Тăрăшуллă ентеше унӑн чӑваш чěлхине юратма вěрентекен киноӳкерчěкне малалла çырма пӗтӗм тӗнчипе ырӑ туссем, такăр ҫулсем тата çěнě ҫитӗнӳсем сунатпăр эпир, унăн ěçне куракансем. Елизавета Долгова