ГЕННАДИЙ ВОЛКОВ МУЗЕЙĔ УÇĂЛЧĔ
2022 ҫулхи чӳк уйăхĕн 1-мӗшӗнче Елчĕк районĕн Г. Н. Волков ячĕпе хисепленекен шкулĕнче сумлă ентешӗмӗрӗн, тӗнчипе паллӑ этнопедагогăн, Геннадий Волков академикӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне халалланӑ «Гени çулӗ» музейĕ уçăлчĕ. Ҫак паллă пулăма Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Л.В. Левый, «Елчĕк ен» хаҫат тӗп редакторӗ, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăм ертӳçи Н.Ф. Малышкин, Аслă Елчĕк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. З. Афанасьев, Г.Н. Волков ячĕпе хисепленекен наукӑпа тӗпчев этнопедагогика институчӗн ĕçтешĕсем: педагогика наукисен докторӗ, аслӑ наука сотрудникӗ Л. В. Кузнецова, педагогика наукисен кандидачӗ, аслӑ наука сотрудникӗ А. П. Никитин, педагогика наукисен кандидачӗ, аслӑ наука сотрудникӗ Г. А. Никитин, Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячĕпе хисепленекен 62-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ М.В. Мурзакаева, Чӑваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен ассоциацийӗн председателӗ Г. Л. Никифоров тата чăваш чĕлхи вĕрентекенсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç.
Шупашкартан килнĕ хӑнасем шкул умĕнчи Г. Н. Волков палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Чаплӑ лару-тăрура Волков музейне уҫнӑ хыҫҫӑн уява пухăннисем музейра кăтартакан япаласемпе, паха та пуян экспонатсемпе паллашрӗҫ.
Тăхтав хыççăн сумлă профессор Волков чыславне килнисем Чӑваш Республикин Мухтавлă ентешĕсен çулталăкне, Раҫҫей Халӑхӗсен культура еткерӗн çулталӑкне тата Раççей вĕренӳ академийĕн академикĕ Геннадий Волков 95 ҫул тултарнине халалланӑ вӗренекенсемпе вĕрентекенсен республикӑн IV «Асамат кĕперĕ» ăслăлăхпа хăнăху конференцийӗн ӗҫне хутшăнчĕç.
Конференци ӗҫӗ тӑватӑ секцинче иртрӗ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем «Этнопедагогика шухăшĕсене аталантарасси» секцине, тĕрлĕ ӳсĕмри шкул ачисем «Раҫҫей халӑхӗсен культурипе ырă йăли-йĕрки», «Ăстасен çӗршывӗ» тата «Паллă ентешсем – пирӗн мӑнаҫлӑх» секцисене хастар хутшăнчĕç, хăйсем тĕпченĕ ĕçĕсемпе презентаци мелĕпе итлекенсене паллаштарчĕç.
Ăслăлăхпа хăнăху конференцийӗ тухăçлă иртрĕ. Утмăл ытла чăваш чĕлхи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем паянхи кун ыйтăвĕсемпе çыхăннă темăсемпе тухса калаçрĕç, уйрăмах Геннадий Никандровичăн ĕçĕ-хĕлне пысăк хак пачĕç.
«Аваллăхсăр, ĕнерхисĕр малашлăх пулмĕ. Çавăнпа та халăхăмăр ĕмĕрсем хушши упраса пурăннă историпе культурăна, ăс-хакăла, йăла-йĕркене татах та аталантарасчĕ, килес ăрусем валли хăварасчĕ», – тесе Геннадий Волков калани чӳк уйăхĕн 1-мӗшӗнче пурне те ырă ĕç тума чĕнсе каланиех пулчĕ. Апла пулсан ырă ĕç тума васкар!
Геронтий НИКИФОРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ