Эпир паян паллӑ ентеше Г.Н. Волкова аса илетпӗр. Унӑн пурнӑҫ кунӗсем: 31.10.1927 — 27.12.2010. Вӑл Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Аслă Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Геннадий Никандрович — совет тата раҫҫей ученӑйӗ, педагогика наукисен докторӗ (1967), профессор (1968), СССР ПНА академикӗ (1990), çыравçă , СССР писательсен Союзӗн членӗ (1982), этнопедагогика никӗслевҫи. Раҫҫей Федерацийӗн наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ (2001).
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В. Л. Клементьев паллӑ ученӑя аса илсе унăн вилтӑпри ҫине чечексем хучӗ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери паллӑ ученӑйӑн пурнӑҫ ҫулӗпе наука ӗҫӗ-хӗлне аса илсе витӗмлӗ сӑмах каларӗ. Пӗр минут калаҫмасӑр пуринпе те пӗрле шӑп тӑчӗ.
Г.Н. Волков академик – пирěн мухтавлă ентеш. «2022 çул – мухтавлă ентешсен çулталăкě» пулнине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указě пěлтерет. Эппин Геннадий Никандровича аса илсе тата та калаçăпăр, тěрлě мероприяти ирттерěпěр.
Елизавета Долгова