Ака уйăхĕнче 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин «Пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центр» учрежденийĕнче Чăваш Республикинче мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă республика диктантне çырма пухăнтăмăр. Эпĕ те хамăн тăван чĕлхене, чăваш халăх культурипе историне мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслес, вĕсен вăрттăнлăхĕсене аса илес тĕлĕллевпе «Эткер» центра хавхалансах килтĕм.
Акцие Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хутшăнчĕ. Пухăннисене саламларĕ, Чăваш Ене чапа кăларнă паллă çынсемпе тивĕçлипех мăнаçланассине пĕлтерчĕ, диктанта çырма ырă сунчĕ, унтан хăй те çырма ларчĕ.
Кăçал диктанта, вуласа пынă тăрăх çырмалли ĕç пек мар, вăтăр ыйтуран тăракан тест ыйтăвĕсене хуравлама йĕркеленĕ. Тестсене çын ăс-хакăлне, пултарулăхне палăртмалли тĕрĕслев ĕçĕсем кĕртнĕ. Кашни ыйту хыççăн 3-шер вариант хурав панă. Вĕсенчен пĕри çеç тĕрĕс пулнине кура хуравпа тӳр килекеннине çеç паллă турăмăр. Тест ыйтăвĕсене хуравланă май хамăрăн тăван енĕмĕр çинчен, чăваш халăхне мухтава кăларнă çынсем пирки ытларах, тĕплĕнрех пĕлнине палăртма пултартăмăр.
Тăван республикăна, чăваш ятне çӳле çĕклекенсем йышĕнче Андриян Николаев, Никита Бичурин, Петр Егоров, Иван Яковлев, Николай Никольский, Василий Чапаев, Алексей Крылов, Надежда Павлова, Вера Кузьмина татах тата чăваш çĕрĕнчен тухнă паллă çынсем чылай.
Республика диктантне йĕркелени лайăх. Пире вăл хамăр пуян культурăллă халăх пулнипе мăнаçланма, тĕнчипех паллă çынсем пуррине ас тума пулăшать, чăвашлăха аталантарма чĕнет, тĕрлĕ халăх хушшинчи çыхăнусене çирĕплетет.
Геронтий Никифоров,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен
ассоциацин председателĕ