Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн Канашӗн иккěмěш ларӑвӗ иртрӗ. Ку ларура та калаçăвě хӗрӳ пычӗ. Уява йӗркелес ěç тапхăрěсене йăлтах тепěр хут пăхса тухрěç. Йыхрав хучěсене «Елчěк ен» ентешлěх правленийě хисеплě хăнасене валли: «Сире 2022-мěш çулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен Культура керменне Елчěк ен ентешлěхěн уявне йыхравлатпăр. Уяв 12.00 сехетре пуçланать», — тесе хатěрлесех илсе килнě. Пулас уявăн ыйтăвěсене сӳтсе яврěç, канашласа пěтěмлетрěç.
Пуху пайташěсем нарăс уйăхěн 21-мěшěнче пěтěм тěнчери Тăван чěлхе кунě пулнине палăртрěç. Ҫак уява 22-мěш хут ирттеретпěр. Тăван чĕлхене сыхласа хăварас, ăна çухалма парас мар тĕллевпе килěшсе Чăваш наци конгресěн çуртěнче тěлěнмелле илемлě чăваш юррисене шăрантарчěç.
Ах, питех те ачашшăн янăрать-çке пирěн чăваш чěлхи, чăваш юрри! Ҫакăн пек çепěç чěлхене упрасчě, малалла та аталантарасчě.
Елизавета Долгова