Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ентешлӗх уявне ирттерес пирки эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Уяв трактор тӑвакансен Культура керменӗнче иртмелле. Паллах, халӗ яваплӑ мероприятие хатӗрленмелли тапхӑр.
Ларура уява еплерех йӗркелесси пирки хӗрӳ калаҫу пычӗ.
Куравсем хатӗрлесси, пултарулӑх ушкӑнӗсене чӗнесси, ытти регионсенчен хӑнасене йыхравласси, чи хастаррисене Хисеп хучӗсемпе чысласси тата ытти йӗркелӳ ыйтӑвӗсене пӑхса тухрӗҫ.
Ҫитес тунтикун ентешлӗх Канашӗ каллех ларӑва пуҫтарӑнӗ, уява хатӗрленес ыйтусене малалла сӳтсе явӗ.
Ентешлӗх Канашӗн пайташӗ Зоя Яковлева
Сӑн ӳкерчӗкӗсене тата видео ӳкерекенӗ Елизавета Долгова