Пуш уйăхěн 9-мěшěнче Елчěк ентешлěхěн хастар комитечě Чăваш наци конгресěн çуртěнче пуçтарăнчě, çывхарса килекен уявпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврě тата уява ирттерме хатěрленсе çитнине çапла каласа пěлтерчě:
— Туссем! Елчěк ентешлěхěн анлă уявě çывхарать!!! Пуш уйăхěн 26-мěшěнче Трактор тăвакансен культура керменěнче кěтетпěр! Билетсемпе, анчах тӳлевсěр!
Елизавета Долгова