Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн хастарӗ, конгресӑн ал-ӗҫ ӑстисен ассоциацийӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх пултарулӑх кафедрин доценчӗ Зинаида Ивановна Воронова 70 ҫул тултарчӗ.
Ҫакна палӑртса Чӑваш тӗррин музейӗнче унӑн ӗҫӗсенчен тӑракан ятарлӑ курав уҫӑлчӗ.
Кунта З.И. Вороновăн нумай çул хушши хăй аллипе шăрçа-тенкĕрен пуçтарнă чăваш тумĕн капăрлăхĕсене вырнаҫтарнӑ. Вĕсене вăл авалтан килекен йăлана пăхăнса ăсталанă. Çав вăхăтрах хăй те мĕн те пулсан çĕннине кĕртме тăрăшнă. Унăн хăш-пĕр ĕçĕсенче XIX ĕмĕрти капăрлăхсене çĕнетсе улăштарса туни те сисĕнет.
Хальхи вăхăтра Зинаида Ивановна Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче студентсене хăйĕн ăсталăхне вĕрентет. Çавăнпа та куравра вĕренекенсен ĕçĕсене те курма пулчӗ.
Курава Чӑваш Республикин культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский уҫрӗ.
Зинаида Ивановнӑна Ҫавра ҫулпа тата курав уҫӑлнипе саламлама унӑн тус-юлташӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем, чӑваш ӳнерне сума сӑвакансем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архиповӑпа комитет пайташӗсем хӑйсен хастарне чун-чӗререн сума сунине, унӑн общество ӗҫӗнчи тӳпи пысӑк пулнине, ал-ӗҫӗсем тӗнче шайӗнче палӑрнине каларӗҫ, юбилейпа саламласа ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.