2022 çулхи юпа уйăхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тěп хулин Халӑхсен туслӑх çуртӗнче «Пӗлсем пирӗннисене» («Знай наших») Ентешсен форумě иртрӗ.
Тӗлпулун тӗллевӗсенсен пӗри — «Чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗсем: ӗнер, паян, ыран» («Чувашские национально-культурные объединения: «вчера, сегодня, завтра») темӑпа ҫавра сӗтел ирттересси пулчӗ.
Ҫавра сӗтелӗн пӗтӗмлетӗвӗ — Раҫҫей Федерацийӗн наципе культура автономийӗ тата «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи общество пӗрлешěвě малалла пӗр-пӗринпе тачă ӗҫлесси ҫинчен калакан Килӗшÿ. Федераци автономипе конгресс ертӳҫисем, Л.И. Черкесовпа В.Л. Клементьев, документа алă пусса çирěплетрěç.
«Паян пысӑк историллӗ событи пулса иртрӗ. Ку чӑваш наци конгресӗ тата Федераци наципе культура автономийӗ валли пӗлтерӗшлӗ кун. Эпир тӑван ҫӗршывран аякра пурӑнакан ентешсене пулӑшма наци, патриотизм ыйтӑвӗсемпе пӗрле ӗҫлесси çнчен Килӗшӳ туса алӑ пусрӑмӑр, — палăртрě Леонид Черкесов.
«Пирӗн наципе культура пӗрлешӗвӗсемпе, автономисемпе, общество организацийӗсемпе пěрле ěçлемелли майсем нумай. Пӗрле эпир халӑхшӑн, обществошăн нумайрах, лайӑхрах, пахалӑхлӑрах тума пултаратпăр. Ҫакӑ пире культурӑна, чӗлхене тата наци килӗшӗвӗсене упрас енӗпе федераци шайӗнчи мероприятисене тěплěн хатěрлеме явăçтарать», — палӑртрӗ Валерий Клементьев.
Анлă пухура Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӑваш кӗнеке издательствин Чăваш Енěн Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă «Чӑваш Ҫӗрӗн мухтавлӑ ячӗсем» («Славные имена Земли чувашской») ҫӗнӗ кӑларӑмěпе паллаштарчě.
Ку кěнеке Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе кун çути курнă.
Пухура тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков, культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ Елена Скворцова, Раҫҫей Федерацийӗн наципе культура автономийӗн тата Чăваш наци конгресěн президиумěн пайташěсем пулчěç.
Елизавета Долгова