







Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулин культура керменĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне тунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Ишентей вулавĕсем – 2021» район шайĕнче поэзи конкурс фестивалĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Çĕрпÿ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, Культура аталанăвĕн тата библиотека кĕнекисемпе тивĕçтерес ĕçĕн район центрĕ, Чăваш наци конгресĕн Çĕрпÿ районĕн вырăнти уйрăмĕ пулчĕç. Поэзи уявне йĕркелесе ирттерме Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ те хутшăнчĕ.
Культура керменне Çĕрпÿ районĕн Кăнар, Опытнặй, Туҫи, Чиричкасси, Кукшакасси, Чурачặк, Патặрьел, Михайловка, Апакасси, Тавăшкасси, Михайловка, Çĕрпĕвĕн 1-мĕшпе 2-мĕш шкулĕсенче чăваш тумĕ тăхăннă вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем пухăнчĕç. Уяв пуçланиччен пухăннисене юсаса çĕнетнĕ, тирпей-илем кÿртнĕ керменĕн вулав залĕпе тата коридорти стендсенчи пуян материалсемпе паллаштарчĕç.
Экскурси хыççăн пысăк залра чăваш сăмахлăхĕн пуянлăхне, сăвă техĕмне туякан юратакансене хисеплĕ сăвăç Николай Ишентей, культура керменĕн директорĕ Светлана Смирнова, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифороров, «Çĕрпÿ хыпарçи» хаçат редакторĕ Руслан Сайфутдинов, юрăç Александр Никифоров ăшшăн саламларĕç.
«Ишентей вулавĕсем – 2021» поэзи уявĕн тĕп тĕллевĕ Çĕрпÿ районĕнче çуралнă паллă çыравçăн Николай Ишентейĕн пултарулăхĕпе туллин паллашса ăна халăхра анлăрах сарасси, унăн тата чăвашсен ытти сумлă поэчĕсен сăввисене палăртуллă та илемлĕ каласси, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси, вĕренекенсен пĕтĕмĕшле культура шайĕпе тавра курăмне ÿстерме пулăшасси пулчĕ.
Поэзи уявне Çĕрпÿсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслет пĕрлешĕвĕн ертÿçи Татьяна Петрова йĕркелерĕ, вăлах ертсе пычĕ.
Чăваш литературинче ХХ ĕмĕр вĕçĕпе ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнче палăрнă Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕн, сăвăçăн, прозаикăн Николай Ишентейĕн, Николай Петрович Петровăн, пурнăç утăмĕсемпе тата тĕрлĕ çулсенче çырнă сăвви-поэмипе презентаци мелĕпе паллашнă хыççăн сăвва илемлĕ каласси икĕ номинацире иртрĕ. Пĕри Николай Ишентейĕн, тепри вара чăваш халăх поэчĕсен Юрий Сементерпе Яккăв Ухсайăн тата Раиса Сарпи сăвăçăн сăввисене каласси пулчĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕнче 5-11 классенче вĕренекен шкул ачисемпе тата вĕсен вĕрентекенĕсем виçĕ ушкăна пайланса уйрăммăн ăмăртрĕç.
Пултаруллă сăмах ăстисене чунтан юратни уявра уççăн курăнчĕ. Сăвă калакан шкул ачисемпе учительсем поэтсен сăввисене палăртуллă та илемлĕ каларĕç.
Хĕрÿ тупăшура кашни номинацире çĕнтерÿçĕсемпе призёрсем пулчĕç. Вĕсене дипломсемпе чысларĕç, 1-мĕш вырăн йышăннисене вара Николай Ишентей хăйĕн сăвă кĕнекисене ăш пиллĕн парнелерĕ.
Поэзи фестивалĕ вĕçленнĕ хыççăн пурте Н. Ишентейĕн «Пурнăç урапи çаврăнать» юрра шăрантарни уява хаваслăх, чĕрĕлĕх кĕртрĕ, çыравçăн пултарулăхне кăмăл ытамĕ таранах хаклама май пачĕ.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,
жюри пайташĕ