Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн конференци залĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн Килĕшӳ канашĕ вĕренӳ комитечĕпе пĕрле лару ирттерчĕ. Пĕрлехи ларура Ассоциацин 2022 ҫулĕн иккĕмĕш çур çулĕнчи ĕç планĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторне Л.П. Сергеев профессора халалланă «Икĕ тата нумай чĕлхелĕх условийĕсенчи наци чĕлхисемпе литературисем» Пĕтĕм Раççейĕн наукăпа практика конференцине ирттересси, «Кивелмен кĕнекен пархатарĕ» ĕç тăвăм ыйтусене пăхса тухрĕç. Çак виçĕ ыйтăва сӳтсе явнă хыççăн Ассоциацин иккĕмĕш çур çуллăхăн ĕç планне йышăнчĕç. Палăртнă тапхăрта тумалли тĕп ĕçсен йышне чăваш халăхĕн мухтавĕн Никита Бичуринăн, паллă драматургăн, ăста композиторăн Федор Павловăн, этнопедагогика никĕслекен чăваш ученăйĕн Геннадий Волковăн юбилейĕсемпе, чăвашлăхпа тăван чĕлхене аталантарассипе çыхăннă мероприятисене кĕртрĕç.
Л.П. Сергеев профессора халалланă «Икĕ тата нумай чĕлхелĕх условийĕсенчи наци чĕлхисемпе литературисем» Пĕтĕм Раççейĕн наукăпа практика конференцине çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче анлă ирттерме палăртрĕç.
Тухса калаçакансем «Кивелмен кĕнекен пархатарĕ» ĕç тăвăма ырларĕç, шкулсенчен пухнă вĕренӳ кĕнекисене Раççей Федерацийĕн регионĕсен чăваш чĕлхи вĕрентекенсен шкулĕсене, вырсарни шкулĕсене, чăваш наци культура автономийĕсене çитерме сĕнчĕç.
Ларăвăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕнче Килĕшӳ канашĕпе вĕренÿ комитечĕ пайташĕсем ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен «Чĕлхене упрани – халăх пуласлăхĕн никĕсĕ» регионсем шайĕнчи конференцийĕн йышăнăвне пурнăçа кĕртес ыйту тавра калаçрĕç.
Геронтий НИКИФОРОВ,
чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен
Ассоциацийĕн председателĕ
(сӑнӳкерчӗкӗ Елизавета Долговӑн)