Утă уйăхěн 25-мěшěнче 175 наци ҫыннине пӗрлештерсе тӑракан Крым çурутравěнче Крымра пурăнакан чăвашсен тěлпулăвě иртрě. Пуху тěп тěллевě кунта пурăнакан халӑхсемпе хутшӑнса туслӑха ҫирӗплетесси, тӗрлӗ халӑх хушшинчи килӗшӗве, чӑваш наци культурине тата хӑйнеевӗрлӗхне упраса хӑварасси.
Ěçлě калаçура Чӑваш наци президенчӗ Валерий Клементьев Крымри чӑваш наципе культура автономийӗсен ертÿçисемпе килес çул чăвашсен «Акатуй-2023» уявне Крым Республикинче пěрле ирттерессине сӳтсе яврӗ.
Елизавета Долгова