«Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Тĕп ыйту – 2023 çулхи 1-мĕш кварталти ӗҫ-пуҫсене пăхса тухса яваплисене çирĕплетесси, — пӗлтерчӗ штатра тӑман корреспондент. — Комитет ертÿçи Вера Архипова пухăннисене кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсене хакларӗ тата малашне ирттерме палӑртнӑ мероприятисемпе тепĕр хут паллаштарчĕ, яваплисене çирĕплетессине сÿтсе явма ыйтрĕ.
Комитет пуçарса янă «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» тата «Чăваш енĕн мухтавлă çыннисем» проектсене кăçал та малалла тăсасшăн. Комитет пайташĕсем регионсенчи чӑвашсемпе пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлес кӑмӑллине палӑртрӗç, республика районӗсене тухса та пӗлтерӗшлӗ темиҫе ӗҫ-пуҫ ирттерме сӗнчĕç. Культура комитетӗнче хĕрĕх ҫын майлă тӑрӑшаҫҫӗ, кашнийӗ тӗрлӗ ӗҫшӗн яваплӑхне туйса вӑй хурать.
Вера Севастьяновна комитет пайташӗсене вӑхӑт ҫитерсе ЧНК ӗҫ-хӗлне пуянлатнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ, кӑҫал та тӑван халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарас енӗпе маттур ӗҫлессе шаннине пӗлтерчӗ.
Тата асӑнса хӑварас килет…
Лару умĕн тӳре пайташĕсем «Чăваш çемйинчи телейлĕ ачалăх» регионсем хушшинче пĕрремĕш хут иртекен конкурса пĕтĕмлетрĕç…»