Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ. Комитет кун йӗркипе килӗшуллӗн виҫӗ ыйту пӑхса тухрӗ.
Ӗҫтешсем кӑҫалхи ҫулталӑкӑн пуҫламӑш ҫур ҫулӗнче туса ирттернӗ ӗҫе пӗтӗмлетрӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн 30 ҫулне халалланӑ раштав уйӑхӗн 3-4-мӗш кунӗсенче пулмалла мероприятисен программипе тата сценарипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
«Ахах-мерчен аваллӑхӗ» наци костюмӗн регионсем хушшинчи III фестиваль-конкурсне онлайн тата оффлайн форматпа йӗркелемелли пирки сӑмах пычӗ. Фестиваль тӳремӗ (площадки) Тӑвай районӗнче е Комсомольскипе Патӑрьел районӗсенче пулӗ.
Ларуна ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова ертсе пычӗ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев хутшӑнчӗ. Вӑл Аслӑ (Мӑн) Канаш ирттерессипе паха сӗнӳсем пачӗ.
Елизавета Долгова