Чăваш наци конгресс çуртěнче «Кěмěл сасă-2022» чăваш юррин уявне хатěрленнě май çак фестиваль-ăмăртура хăйсен пултарулăхěпе паллаштарма хутшăнакан юрăçăсен жеребьёвки иртрě. Ку кӑсӑклӑ та хумхануллă ěçе Чӑваш эстрада юррисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Федорова ертсе пычě. Пуху умěнче юрӑҫсене лӑплантарса тухса калаçрě:
— Пирӗн пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн условийӗсем ырӑ — эпир, ытти музыка конкурсӗнчи пек, жанрсенче хытӑ рамӑсем лартмастпӑр. Юрӑҫсем хӑйсен сассине уҫма май паракан репертуар суйлаççě. Ҫитменнине конкурс — наградӑсем кӑна мар, вӑл пулас артистсене кирлӗ сцена опычӗ…
Елизавета Долгова