




Чăваш наци конгресĕ республикăри культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Министерстви пулăшнипе кашни çул йĕркелекен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурса кăçал ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕ. Çакăн пирки пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче палӑртрӗҫ.
Пĕлтĕр коронавирус амакне пула паллă фестивале кĕркунне кăна ирттерме май килчĕ. Ун чух мероприятие куракансемсĕр йĕркелемелле пулчĕ пулсан та, вăл ăнăçлă, çÿллĕ шайра иртнĕччĕ, регионсенчен те юрлама ăста чăваш яш-кĕрĕмĕ самай йышлăн пуçтарăннăччĕ.
Кăçалхипе 22-мĕш хут иртекен «Кĕмĕл сасă» фестивале вара Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕн пысăк залĕнче, куракансенсемпе ирттерме йышăнтăмăр. Паллах, санитари нормисене пăхăнса пулĕ вăл.
Чăваш республикинчи районсемпе хуласен конгресс уйрăмĕсемпе район администрацийĕсем тата Раççей регионĕсенчи чăваш наци культура автономийĕсем тăрăшнипе халĕ конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ пырать. Унта çĕнтернисем Шупашкара финала килĕç.
Чăваш эстрада юррине кăмăллакан, ăна тĕрĕс те çÿллĕ шайра шăрантарма ăста çамрăксене хамăр фестивале хутшăнма йыхравлатпăр!
Фестиваль-конкурсăн положенине (йĕркине) çитес кунсенче районсемпе хуласене тата регионсене çитерĕпĕр.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 89176701821 ЧНК, йышăну пÿлĕмĕ.
Эл.почта: congress21@mail.ru
ЧНК пресс-служби.