Чăваш наци вулавăшĕн „Мерчен” юрă-кĕвĕ тĕпелĕн хăни — тĕлĕнмелле пултаруллă та маттур, сăпайлă та ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ, кĕмĕл сасăллă юрăç Роза Степенова-Кĕлчечек пулчĕ. Çавра çулпа саламлама тата юратнӑ юрăçа пултарулӑхшӑн тав тума культурӑпа ӳнерте тӑрӑшакансем чылайăн ҫитрӗҫ. Уява килнисем Роза Степеанова шăрантаракан юрăсене итлесе киленчĕç. Çак юрăсене Кĕлчечек Белоруссинче, Эстонире, Бурятинче, Тюмень, Самар, Чĕмпĕр, Пушкăрт, Тутар, Мари, Мускав, Питĕр, Крым тăрăхĕнче шăрантарнă. Вăл Чулхулара, Шупашкарта, Крымра иртнĕ юрă фестиваль-конкурссенче тĕрлĕ шайлă лауреат ятне илме тивĕçлĕ пулнă.
Ырă ĕç тăвакан – маттур та тава тивĕçлĕ çын. Шупашкар районĕнчи Шемшер ялĕнче çуралса ÿснĕ Роза Степанова тăван халăхпа пархатарлӑ та пуян пурнӑҫ ҫулӗпе утать, чӑваш халӑхӗшӗн сумлӑ та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тӑвать. 1998 çултанпах Чăваш наци конгресĕпе туслă. Конгресс делегацийĕпе ăçта кăна çитмен пулĕ культура тата „Чăваш хĕрарăмĕ” комитечĕсен хастарĕ: Таллин, Минск, Гродно, Питĕр, Мускав, Чĕмпĕр, Хусан, Севастополь, Тюмень, Челябинск, Иркутск, Екатеринбург, Нижневартовск, Улан-Удэ, Красноярск, Ханты-Мансийск тата ытти хуласем. Тăван енре тата регионсенче иртекен уявсенче чăваш юррисене шăрантарать, тĕрлĕ конкурссене хаваспах хутшăнать. Çавăн пекех вăл пултаруллă ал-ĕç ăсти те. Ун çинчи шăрçаллă эрешсем хăй аллипе хăй ăсталанă ĕç мерешкисем. Республикăри тата Чăваш Ен тулашĕнчи чӑваш юррипе, тĕррипе кăсăкланакансемпе ăсталăх урокĕсем тăрăшуллăн ирттерет.
Роза Степанова юрăç пулма ятарласа ниçта та вĕренмен. Унăн ашшĕпе амăшĕн йăхĕсем çав тери юрра-ташша юратнă. Çут çанталăк панă пултарулăх мăн-мăн аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ урлă куçнах. Унăн репертуарĕнчи юрăсем — халăх кăмăл туртăмне сарлакан уçса кăтартакан, вăрăммăн та сулăмлăн янăракан, илĕртӳллĕ те çепĕç кĕвĕллĕ хайлавĕсем çамрăксене те, аслисене те илĕртеççĕ, шухăшпа асамлă тĕнчене е тăван тăрăхсене ăсатаççĕ.
Пултаруллă хĕрарăм-юрăç Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Альбина Юрату, Юхма Мишши, Улькка Эльмен, Николай Ишентей, Василий Давыдов-Анатри, Александр Артемьев, Ольга Архипова тата ытти сăвăçсемпе тухăçлă ĕçлет. Чӑваш композиторӗсемпе чылайранпа туслă вăл. Унăн репертуарĕнче Григорий Хирбю, Юрий Кудаков, Светлана Асамат, Юрий Жуков, Валерий Ильдяков, Александр Павлов, Петр Романов, Николай Эриванов, Иван Христофоров, Николай Карлин кĕвĕленĕ юрăсем те пур. «Юр тăкăнать”, «Атăлпа Çавал ытамĕнче», „Ытарми Шупашкар”, „Кĕмĕл каç”, „Силпи чечекĕ”, „Ах, юрату, юрату”, „Чĕрĕ чечексем”, „Иккĕн утнă çулсем” хăйсен çĕкленнӳллĕ кĕввисемпе Кĕлчечек репертуарĕнче яланлăхах шанчăклă вырăн тупнă.
Унăн пултарулăхĕнче халăх юррисем уйрăм вырăн йышăнаççĕ: „Вăрманĕ кашлать”, „Шур-шур урлă”, „Ан кай, квакал, шыв хĕрне”, „Мĕн сас лайăх?” „Тăрна” тата ытти те. Вĕсенче чăваш халăхĕн пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ, ыратăвĕ, нуши-терчĕ уççăн курăнса тăрать.
Уявра Чăваш наци конгресĕн, чӑваш профессиллӗ ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн, Чăваш композиторĕсен Ассоциацийĕн пайташĕсен, чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат, Çамрăксен театрĕн артисчĕсем Николай Прокопьевпа Виталий Сергеев, тус-тăванĕсем тухса ăшшăн саламларӗҫ, Наталия тата Наиль Мингазовсем илемлĕ ташăпа савӑнтарчӗҫ.
Тӗлӗнмелле хӑйне евӗрлӗ маттур юрăçă Роза Степанова чун-чӗринче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫӑл-куҫ пек тапса тӑрать. Шăнкăр-шăнкăр çепĕç сасси итлекене тӳрех тыткăнлать. Унăн чунĕнче чăвашлăх хуçаланать, чăвашлăхра малашлăх курать вăл. Роза Кĕлчечеке çак пархатарлă ĕçре малалла та ҫирӗп утӑмлӑ пулма сывлăх, ӑнӑҫу, телей сунар!
Вера АРХИПОВА
(Зоя Яковлева сăнӳкерчĕкĕсем)