Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче 16 сехетре Чăваш тĕррин музейĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн тата халăх ăстинсен маçтăрĕн Зинаида Ивановна Вороновăн «Кĕмĕл тенкĕсен ялтравĕ» куравĕ уçăлать.
Кунта З.И. Вороновăн нумай çул хушши хăй аллипе шăрçа-тенкĕрен пуçтарнă чăваш тумĕн капăрлăхĕсене курма пулать. Вĕсене вăл авалтан килекен йăлана пăхăнса ăсталанă. Çав вăхăтрах хăй те мĕн те пулсан çĕннине кĕртме тăрăшнă. Унăн хăш-пĕр ĕçĕсенче XIX ĕмĕрти капăрлăхсене çĕнетсе улăштарса туни те сисĕнет.
Хальхи вăхăтра Зинаида Ивановна Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче студентсене хăйĕн ăсталăхне вĕрентет. Çавăнпа та куравра вĕренекенсен ĕçĕсене те курма пулать.
Зинаида Ивановна тата обществăлла ĕçре те хастар. Вăл чылай çул хушши Чăваш наци конгресĕн çумĕнчи Халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи пулса тăрăшать. Ытти регионти чăвашсемпе тачă çыхăну тытать. Вăл Раççей Федерацийĕн 26 регионне çитсе хай аллипе тунă чăваш тумĕпе паллаштарнă. З.И. Воронова тăрăшнипе Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче «Чăваш халăх тумĕ – халах эткерĕ» конкурс ирттерет.
З.И. Воронова час-часах шкулсемпе ача сачĕсем чĕннипе унти мероприятисене тухса çÿрет. Студентсемпе республикăра тата ытти хуласенче иртекен конкурссене хутшăнать.
Чăваш Республикин Халăх маçтăрĕн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех Чăваш тĕррин музейĕнче уçăлнă куравра паллашма пултаратăр.