
Паян, авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Чăваш Патшалăх Канашĕн çиччĕмĕш созывĕн депутачĕсем пĕрремĕш ларăва пуçтарăннă.
Унта Чăваш Ен саккун кăларакан тытăмне ертсе пыма Леонид Ильич Черкесова суйланă. Унччен малтан Леонид Ильич Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулнă.
Ларăва Леонид Черкесова суйличчен ЧНК президенчĕ, «ТУС» строительсен пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ, политикăпа общество ĕçĕнче пуян опыт пухнă Николай Федорович Угаслов уçса ертсе пынă.
Чăваш наци конгресĕн президиумĕ тата конгресс президенчĕ Николай Угаслов çĕнĕ, яваплă ĕçе кÿленнĕ ятпа Леонид Ильич Черкесова чун-чĕререн саламлаççĕ, ăнăçлă та тухăçлă ĕçлеме вăй-хал сунаççĕ.