Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин С. Маршак ячĕпе хисепленекен библиотекăра чăваш халăх поэтне Светлана Асамата халалласа литературăпа музыка каçĕ иртрĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче хисеплĕ Светлана Васильевна 70 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Литературăпа музыка каçне йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулин Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ пулчĕç. Уяв каçне хулан чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсемпе шкул ачисем пухăнчĕç.
Литературăпа музыка каçне 18-мĕш лицейĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Светлана Асаматăн «Саркил кĕввисем» сăвва инсценировкăлла кăтартса уçрĕç. Малалла уява Çĕнĕ Шупашкар радион корреспонденчĕ, конгресăн хулан вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Елена Лаврентьева ертсе пычĕ.
Халăх поэтне Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн культура пайĕн тĕп специалисчĕ Елена Мошкова, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕн председателĕ Геронтий Никифоров тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕн ертӳçи Алевтина Такина çавра çул ячĕпе ăшшăн саламрĕç, пултарулăхра çĕнĕ хайлавсем çырма ырă сунчĕç.
Çĕнĕ Шупашкарăн 12-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хисеплĕ Асаматăн кун-çулĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсемпе паллаштарчĕç, поэтăн сăввисене каларĕç.
Светлана Васильевнăна чăваш халăхĕ юрăç композитор пулнипе ытларах пĕлет. Вăл чылай вăхăт телевиденире тăрăшнă. Халĕ те Чăваш наци радиовĕнче пурте юратакан «САС», «Пĕррехинче… » тата тытти кăларăмсене ертсе пырать. Куллен эфира тухса халăха хăйĕн ырă кăмăлĕпе тата ăсталăхĕпе тыткăнлать.
Паянхи куна Светлана Асамат 25 кĕнеке кăларнă. «Çурхи çаврăм» тата вырăсла пичетленсе тухнă «Мысли части – участи» сăвăсемпе Светлана Асамат хăй паллаштарчĕ, кĕвĕленĕ юррисене шăрантарчĕ.
Малалла поэзи каçне кăçал çуркунне иртнĕ «Асамат вулавĕсем – 2022» ăмăртăвăн çĕнтерӳçисем хутшăнчĕç. Хулан тĕрлĕ шкулĕнче вĕренекен ачасем Лилия Хайртдинова, Даша Корнеева, Есения Терентьева, Виктория Майорова, Анастасия Мазурова, Аллен Лапин тата 8-мĕш шкулăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Татьяна Васильевна Иванова Асамат сăввисене уçăмлă та илемлĕ каларĕç. «Сударушка» фольклор ушкăнĕ Асамат юррисене илемле юрласа литературăпа музыка каçне илем кӳчĕç, чăваш халăх поэтне Светлана Асамата сума суса килнисен кăмăлне çĕклерĕç.
Литературăпа музыка каçĕ ăшă иртрĕ. Уяв каçĕн хăни халăх поэчĕ Светлана Васильевна Асамат, вĕренекенсемпе чăваш чĕлхи вĕрентекенсене тав турĕ, С. Маршак ячĕпе хисепленекен библиотекăна кĕнекесем парнелерĕ.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ