Паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри музейӗнче чӑваш тӗрри ӑстин, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташӗн Любовь Вазюкован куравӗ уҫӑлчӗ.
«Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ал ӑстин 65 ҫулне тата Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ.
Любовь Вазюкова — профессиллӗ тӗрӗ ӑсти. Вӑл ҫак енӗпе 40 ҫул тӑрӑшать. Тӗрӗҫӗн ӗҫ биографийӗ «Паха тӗрӗ» фабрикӑран пуҫланнӑ. Вӑл хатӗрленӗ ӗҫсен коллекцийӗнче паян 100 ытла паха тупра. Каччӑ тутӑрӗпе масмак-и, алшӑллипе сӗтел ҫиттийӗ-и — пур ӗҫ те ӑстан ҫыпӑҫуллӑ та килӗшӳллӗ пулса тухать. Любовь Вазюкова ал ĕç ăстине пирĕн республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнать, çĕнтерет. Раҫҫей шайӗнче те вăл пĕрре кӑна мар гран — при илнӗ.
Любовь Степановна художник пек те палӑрнӑ. Тӗрӗпе вӑл парнелӗх япаласенче, куллен тӑхӑнмалли тата ҫын ҫине тухмалли ҫипуҫра вырӑнлӑ усӑ курма пӗлет.
Курава Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О. А. Николаев тата культура министрӗ С.А. Каликова уҫрӗҫ.
Любовь Степановнӑна Ҫавра ҫулпа тата курав уҫӑлнипе саламлама унӑн тус-юлташӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем, чӑваш ӳнерне сума сӑвакансем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архиповӑпа комитет пайташӗсем хӑйсен хастарне чун-чӗререн сума сунине, унӑн общество ӗҫӗнчи тӳпи пысӑк пулнине, ал-ӗҫӗсем тӗнче шайӗнче палӑрнине каларӗҫ, юбилейпа саламласа ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.