Любовь Вазюкова ал ĕç ăстине пирĕн республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ тесен те йăнăш мар. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнать, çĕнтерет те. Çак кунсенче вăл Чăваш наци конгресне хăй аллипе тĕрленĕ республика ялавне парнеленĕ.
Сăмах май, чÿкĕн 26-мĕшĕнче Любовь Степановна Шупашкарти Тĕрĕ музейĕнче хăй ĕçĕен куравне йĕркелет, ентешсене унта пырса курма йыхравлать.