Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай
çуралнăранпа 115 çул çитнĕ май
«МАН САССĂМ ТА ТĔНЧЕШĔН ЮЛĔ…»
Тĕнче литературинче хисеплĕ ят хăварнă чăваш халăх сăвăçи Петĕр Хусанкай çуралнăранпа кăçал 115 çул çитрĕ. Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ çак пулăма чысласа Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Ю. Анисимова 8а класра «Хастар чĕреллĕ халăх сăвăçи» уçă урок ирттерчĕ. Урокăн малтанхи пайĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн Мăн Канаш пайташĕ Г. Никифоров 2022 çул – Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ, тăван халăх кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă ентешсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Уйрăмах вăл халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ пысăк та анлă пулнине, чăваш литературине тĕнче шайне кăларнине палăртрĕ.
Урокăн малаллахи юхăмĕнче вĕренекенсене Юлия Елисеевна Хусанкайăн кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе презентаци мелĕпе паллаштарчĕ. Вăл поэт ачалăхĕпе литературăри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, Тăван çĕршывăн аслă вăрçипе ун хыççăнхи çулсенчи пурнăçне хавхаланса каласа пачĕ. П. Хусанкай ача-пăча валли те чылай çырнă. Çыравçăн «Итлемен Илтепи », «Кăвакарчăн», «Çарăк», «Тĕнчере мĕн вăйлăрах?» юмахĕсем, «Тăван çĕршыв» поэми, «Вăрман юрлать» кĕнеки пирки палăртса хăварчĕ. Пĕтĕмлетÿре К. Ивановăн «Нарспи» поэмипе ытти хайлавĕсене тата Çеçпĕл Мишшин чылай сăввисене вырăсла лайăх куçарса кăларнине каларĕ.
«Петĕр Хусанкай — халăхăн мухтавлă ывăлĕ, хастар чĕреллĕ сăвăçĕ», — тесе ахальтен каламан. Вăл хăйĕн пурнăçне ырми-канми ĕçре ирттернĕ, тăван халăха асран тухми чаплă хайлавсем нумай парнеленĕ. Пĕтĕмпе аллă кĕнеке пичетлесе кăларнă вăл. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă поэтсен чылай сăвви-поэмине чăвашла ăста куçарнă.
8 класс вĕренекенĕсем сăмах ăсти Хусанкай чăваш халăхĕн хăюллă та талантлă çыравçи, пултаруллă куçаруçи пулнине, вăл халăхсен туслăхне çирĕплетес тĕлĕшпе чылай паттăр ĕç тунине пĕлчĕç.
Г.Л. НИКИФОРОВ,
Чăваш Республкин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ