Манăçми ятсен çухалмě чап
Мухтавлӑ ентешсен Ҫулталӑкне халалланӑ «Манăçми ятсен çухалмě чапě» регионсен шайěнчи вӑтам пӗлӳ паракан шкулсен, вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен аслӑ класӗсенче вӗренекенсем хушшинче иртекен викторина вěçленчě.
Ҫак викторинăна пěтěмпе 200 ытла ěç килнине палăртрě ЧНК вěренÿ комитечěн пайташě Г.Л. Никифоров. Вěсен йышăнче Чăваш Республикин шкулěсенче вěренекен ачасен тата Тутар, Пушкăрт, Чěмпěр тăрăхěнчен килнě ěç чылай. Уйрăмах хамăр республикăри 8-мěш тата 9-мěш классенче вěренекенсем хастар хутшăнчěç.
Жюри конкурса хутшăннă кашни ěçпе тимлěн паллашрě, викторинăна хутшăнакан 61 ача мала тухни çинчен пěлтерчě. Ăмăртăва хутшăнакансем хушшинче чи кěçěннисем – 14 çулти шкул ачисем, чи аслисем — студентсем пулчěç.
Асра юлнă витěмлě ěçсен хушшинче: чăваш халăхěн паллă çыннисене кăтартаканнисем пулчěç. Вěсене сăнÿкерчěксемпе те пуянлатнă тата тěплěн, тулли хуравланă.
Ачасем çак Чăваш енче çуралнă, ÿснě, пурăннă паллă ентешсем çинчен тěрлě çăлкуçран кирлě хыпарсене шыраса тупнă, тěпченě. Вěсене тав сăмахě каланă май, ашшě-амăшěсене те, вěрентекенěсене те ырă сăмахпа асăнас килет.
Елизавета Долгова



