









Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Комитет ертӳҫи Юлия Мареева ҫак ҫур ҫулта планпа палӑртнӑ ӗҫсене еплерех хатӗрленсе ирттересси ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Чи пысӑк мероприятисенчен пӗри- «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсен шайӗнчи конкурс. Унӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче хутшӑнакансен онлайн мелӗпе видеосем ярса памалла, сумлӑ жюри вӗсене пӑхса тухса хакласа чи лайӑххисене иккӗмӗш тапхӑра суйласа илет.
Иккӗмӗш тапхӑр вара Шупашкарта иртет.
Комитет ларӑвӗнче Чӑваш Енри кашни районти тата регионсенчи чӑваш наци культура автономийӗсене конкурса хутшӑнтарас тӗллевпе яваплӑ ҫынсене ҫирӗплетрӗҫ.
Ларӑва вара савӑнӑҫлӑ самантпа вӗҫлерӗҫ.
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитетра кӑҫал чи сумлӑ пайташсен: Раиса Сарпи поэтӑн, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫин Антонина Андреевӑн, «Телей» кафе хуҫин Инесса Алексеевӑн, Надежда Васильева хореографӑн тата вӗрентӳ ветеранӗн Нина Дмитриевӑн юбилейӗсем пулчӗҫ.
Вӗсене ҫак ятпа саламласа комитет ертӳҫи Юлия Мареева ЧНК президенчӗн Николай Угасловӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн конгресс Хисеп Хучӗсемпе тата Тав Хучӗсемпе чысларӗ.
Комитетӑн ытти пайташӗсем те пултаруллӑ, маттур та тӑрӑшуллӑ хӗр-тусӗсене — юбилярсене ӑшпиллӗн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.