Чăвашсен йăлана кӗнӗ чи паллă уявне, Акатуя, çӗртме уйăхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей тӗп хулинче, Мускавра паллă турӗҫ.
Кăҫалхи уява Мухтавлă ентешсен Ҫулталăкне халалларěҫ.
Акатуя Федераллă чăваш наци культура автономийěпе Мускаври чăваш наци культура центрě тата Чăваш Республикин Раҫҫей Федерацийěн Президенчě çумӗнчи Полномочиллӗ представительстви пěрле тăрăшса йěркелерěҫ. Вăл Мускаври Нацисен Ҫуртěнче иртрě.
Уяв лапамě ытти ҫулхипе танлаштарсан кăҫал пысăках пулмарě пулин те, тěп хулара пурăнакан ентешсем унта нумайăн пуҫтарăнчӗҫ.
Чăваш наци конгресӗпе Чăваш Патшалăх Канашӗ тимленипе Акатуя ҫӗршывăн тěрлě кěтесěсенчен чăваш юрăпа ташă ушкăнěсем, ал-ěҫ ăстисем, спортсменсем, хаклă хăнасем чылайăн килчӗҫ. Килейменнисем валли тӗнче тетӗлӗнче тÿрӗ трансляци пычӗ.
Ака-суха уявӗ Олег Залогинăн «Чăваш Акатуйӗ» юррипе уçăлчӗ. Праҫнике килнисене Федераллă чăваш наци культура автономийěн ертÿçи, Чăваш Патшалăх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Раҫҫей Федерацийěн Президенчě çумӗнчи Полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков саламларӗç, чи хастаррисене тӗрлӗ наградăсемпе чысларӗç.
Чăваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, Чăваш Патшалăх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин, конгресăн культура комитечӗн ертÿçи Вера Архипова Мускав Акатуйне уявлама пуçтарăннисене саламласа яланах çапла чăваш культуришӗн, чӗлхишӗн тата йăли-йӗркишӗн тăрăшма сунчӗç, тӗп хулари чăвашсен «Атăл» юрă ушкăнӗн юрăçисене ЧНК Хисеп хучěсемпе тата Тав хучěсемпе хавхалантарчěç.
Малалла Мускав Акатуйне Шупашкар районӗнчи «Хӗлхем», «Пӗртăвансем», Чӗмпӗрти «Укăлча», Шупашкарти «Девчата», вырăнти «Атăл», «Ентеш», «Шевле» юрăпа ташă тата эстрада ушкăнӗсем, уйрăм юрăçсем илемлетрӗҫ.
Концерт программипе пӗрле спорт вăййисем те хӗрÿ иртрӗҫ: Чăваш кӗрешӗвӗ, армспорт, кире пуканě йăтасси тата ытти те куракансене илěртрěç.
Уяв мěн каç пуличчен кěрлерě, ентешсен кăмăл-туйăмне çěклерě.
Зоя Яковлева, ЧНК Президиумĕн пайташĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
(Автор сăнÿкерчĕкĕсем).
https://disk.yandex.ru/d/c3yHYCb3f5eYwQ