Паян, нарăсăн 8-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн пӗрремӗш вице — президенчĕ, «Тус» строительсен пӗрлешӗвӗн тĕп директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Федорович Угаслов 70 çул тултарчӗ.
Нумай ачаллă çемьере пĕчĕкренех ашшĕсĕр тăрса юлса, ĕçченлĕхпе, хăй тăрăшнипе, хăйне кăна шанса, çынсемшĕн яваплăх илсе пурнӑҫра пысăк çитĕнÿсем тунă Николай Федорович. Хăйĕн ыркăмăллăхĕпе, укçи-тенкине шеллемесĕр мĕн чухлĕ пархатарлă ĕç туман-ши вăл… Миçе хӑтлӑ ҫурт, чиркÿ, палӑксем вăл пулăшнипе хăпарса ларнă, шкулсем, ача сачĕсем, инкеке лекнĕ уйрăм çынсем мĕн чухлĕ пулăшу илнĕ тата, каласа пĕтерес те çук.
8 ҫул вӑл Чӑваш наци конгресне чыслӑн та сумлӑн ертсе пычӗ, халӗ те конгресс ӗҫӗшӗн яваплӑхне чакармасть. Николай Угаслова Чăваш Енре кăна мар, ытти регионсенче те хисеплеççĕ, юратаççĕ, шанаççĕ.
Вӑл чӑннипех Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ пулма тивĕçлĕ чăн чăн патриот, çынлăхлăран та ҫынлӑхлӑ çын, ăслă ертÿçĕ, ырми-канми ĕçлесе, халӑхшӑн тăрăшса чăн хисепе çĕнсе илнĕ мухтава тивӗҫлӗ чӑваш.
Николай Угаслов туслӑ та тӗреклӗ ҫемье пуҫӗ те. Виçĕ ача çитĕнтерсе сакӑр мăнукĕпе тата мӑнукӗн мӑнукӗпе
савăнаҫҫӗ халĕ Николай Федоровичпа унӑн мӑшӑрӗ Ирина Евсеевна.
Хисеплӗрен те хисеплӗ ҫыннӑмӑра ҫавра ҫулпа чӗререн саламласа нумай нумай çул пурăнма ҫирӗп сывлăх, иксӗлми телей, малалла та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тума вӑй-хал сунатпӑр.
Ырӑ ӗҫсемшӗн пархатар курмалла пултӑр сирӗн, Николай Федорович!
Зоя Яковлева, ЧНК МИХ комитечӗн ертÿçи.



