«Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче хаклă ентешĕмĕрĕн, чăвашсен паллӑ прозаикĕн, Украинăн тава тивĕçлĕ художникĕн, Çеçпĕл Мишшин Украинăри еткерлĕхне упраса хӑваpас тесе калама çук пысăк ĕç тунă, Канаш районĕнчи Яманкассинче çуралса çитĕннĕ Петр Николаевич Чичкановăн 100 ҫулхи юбилейне паллă турăмăр. Пысăк тав мероприятие йĕркелекенсене», — хыпарлать ЧНК Канашри уйрӑмӗн ертӳҫи Ирина Андреева.
Елизавета Долгова