Раççейри «Кěмěл сасă» фестиваль-конкурсăн 2022-мěш çулхи XXIII-мěш страницине çыратпăр…
Паян, ака уйăхěн 16-мěшěнче, Раççей Федерацийěн регионěсенчен Шупашкар хулинчи Çеçпěл Мшши ячěллě чăваш çамрăксен театрěнче пухăнчěç кěвěленě сăмах юратакан çамрăксем. «Кěмěл сасă» юрă уявне Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев уçрě…
Уяв. Тěрěс. Эпě йăнăшмарăм. Пахчара юрлакан шăпчăка итленě пек итлесе киллентěмěр сцена çинчен шăрантаракан юрăсене, курса савăнтăмăр илемлě хускануллă ташăсене.
Халě ěнтě, юрăçăсен ăмăртăвě вěçленчě. Жюри уйрăм пÿлěмре ěçлет. Вěсене ăмсанма та çук, мěншěн тесен çамрăк артистсенчен нумайăшě хăйсен пултарулăхне пысăк шайра кăтартрě…
Мěн калě ěнтě жюри? Кěтетпěр…
Елизавета Долгова









