Чăваш Енре 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Кăçал çак хÿтĕлев чиккисене тума тытăннăранпа 80 çул çитет. Çĕршыва тăшманран сыхланмалли чикĕсем тунă çĕре хутшăннă ентешсене чысласа Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем шкулсенче мероприятисем йĕркелеççĕ. Çак кунсенче Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалласа Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕн 8г класĕнче Р.А. Гаврилова, класс ертÿçи, 10-мĕш шкулĕн 3а, 4б, 6б, 7а, 7и класĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсем Ю.Е. Анисимовăпа Л.В. Анисимова паттăрлăх урокĕсем ирттерчĕç.
Вĕрентекенсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнчи Чăваш Енĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕç. 1941 çулхи кĕркунне нимĕç фашисчĕсем Мускав патне çитсе тухсассăн Патшалăх оборона комитечĕн хушăвĕпе Сăрпа Хусан хÿтĕлев линийĕсене тунине каласа пачĕç. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче хĕрсемпе хĕрарăмсем, çара кайма ят тухман яшсем, ватă арçынсем шартлама сивĕре кĕреçе-лумпа шăннă çĕре чавса окоп-блиндаж, танксене чармалли тарăн траншейăсем хатĕрленĕ. Вĕсем виçĕ уйăхра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене хатĕрлесе çитернĕ.
Ачасемпе тĕл пулăва запасри офицер, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров хутшăнчĕ. Вăл Хусан енче окоп чавма çÿренĕ амăшĕн аса илĕвĕпе çыхăнтарса историре паллă йĕр хăварнă ку пулăм çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ. Унăн ашшĕ, Лукиян Никифоров, фронтра тăшманпа çапăçнă. Çав вăхăтра амăшĕ, Перасковья Захарова, таврари ял халăхĕпе пĕрле Сĕнтĕрвăрри районĕн Чăнкасси, Чĕнер ялĕсем çумĕнче окопсемпе танксене каçса кайма чăрмантаракан канавсем чавнă. 1941 çулхи раштав кунĕсем те, 1942 çулхи кăрлач уйăхĕ те питĕ сивĕ тăнă. Апла пулин те çынсем ниме пăхмасăр иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ. Çисе тăранайманни те, ыйха татни те пулнă. Йывăр пулин те чун хавалне çухатман, чăтнă, Çĕнтерĕве çывхартас тесе халăхпа пĕрле тăрăшнă.
Ачасем уроксенче окоп чавнă паттăрсене халалласа сăвăсем каларĕç. Чăн пулăма тĕпе хурса ÿкернĕ «Строителям безмолвных рубежей…» киноочерк пăхрĕç. Ăна курни Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен паттăрлăхне тата лайăхрах пĕлме май пачĕ. Ачасем хамăр халăхшăн, Чăваш Еншĕн мăнаçланни куç кĕретех пулчĕ.
Паянхи кун çамрăк ăрăва çарпа патриотлăх тĕлĕшĕпе воспитани парасси çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Çак пархатарлă ыйтăва Шупашкар хулин 10-мĕш, 40-мĕш шкулĕсенче питех тимлеççĕ. Ку ĕçре çирĕп тĕллев тытни, вĕренĕве пурнăçпа çыхăнтарни пĕлтерĕшлĕ. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, конгресс хастарĕсем Р.А. Гаврилова, Ю.Е. Анисимовăпа Л.В. Анисимова Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕлеме яланах хатĕр пулмаллине ачасен ăс-тăнĕнче çирĕплетессишĕн чылай тăрăшаççĕ. Вĕсем йĕркеленĕ класс сехечĕсем, паттăрлăхпа астăвăм урокĕсем Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвас çĕре хутшăннă çынсен чăтăмлăхĕпе хастарлăхĕ фашистла Германие çĕнтерессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетме пулăшаççĕ.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи.