Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ. Тĕп ыйту паллах, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче конгресс Мăн Канашĕн ларăвне ирттересси пулчĕ. Регионсенчи Мăн Канаш пайташĕсене пурне те йыхрав хучĕсем ярса панă. Халĕ хуравĕсем киле пуçларĕç ĕнтĕ. Шел, ют çĕршывсенчи чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисем чылайăшĕ коронавирус чирĕн хăрушлăхне пула килеймеççĕ. Беларуç çĕршывĕнчи чăваш автономийĕн ертÿçи Алексей Александров хăй инçе çула кĕскетсе çитесси пирки пĕлтерни савăнтарать паллах.
АПШ -ри чăваш ассоциацийĕн ертÿçи Надежда Сандркина та хальхинче килеймессине пĕлтерсе Мăн Канаша чипер ирттерме ырă сунса хыпар ячĕ.
ЧНК президенчĕ Николай Угаслов президиум ларăвне ертсе пынă май яланхиллех «çиччĕ виçсе пĕрре касрĕ» пĕтĕм йĕркелÿ ĕçĕсене тĕплĕ тумаллине аса илтерчĕ.
Мăн Канаш ларăвĕ юпа уйăхĕнче Аслă Пуху ирттерес ыйтăва татса памалла. Яваплă форума хăçан, ăçта тата мĕнле ирттермеллине, квота миçе çынран пулмаллине тата ыттине те сÿтсе явса татса памалла.
Çĕртмен 24-мĕшĕнче республикăри тата Раççей регионĕсенчи чăвашсем Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне пуçтарăнĕç.
Президиум пайташĕ, Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕн директорĕ Елена Николаева, ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова Акатуйри мероприятисене еплерех йĕркелеме шутлани пирки каласа пачĕç, программăпа паллаштарчĕç.
Чăваш наци конгресĕ Акатуйра, 16.30 сехетре регионсенчен килнĕ фольклор коллективĕсемпе «Атьăр, вăййа тухари-?» фестиваль йĕркелет.
Ун хыççăн, 18.30 сехетре чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ пуçланать. Вăл 21.00 сехетчен тăсăлать. Кунта та Николай Федорович татса паман ыйту хăвармалла маррине палăртрĕ, уява чипер ирттерсе яма пурне те ăнăçу сунчĕ.