Нарăс уйăхěн 18-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн президенчě В.Л. Клементьев ЧНК çурчěнче Конгресăн вырӑнти уйрӑмěсен председателӗсемпе семинар – канашлу ирттерчě.
Ěçлě калаçăва ЧНК вице-президенчӗ, «ПСК «ВЯЗПА» тулли мар яваплӑхлă обществăн тӗп директорӗ П.Н. Вязов, ҫыравçă тата этнополитолог М.Н. Краснов, тěпчевçě тата «Чӑваш ялӗ» комитет председателӗ Э.К. Бахмисов, наци телерадиокомпанийӗн музыка редакторӗ тата «Хастар» ҫамрӑксен общество пěрлешěвěн пайташӗ И.А. Лампасова, ГТРК «Чăваш Ен» телерадиокомпанийӗн редакторӗ тата «Хастар» ҫамрӑксен общество пěрлешěвěн ертÿçи Е.Ю. Порфирьева, «Чӑваш хěрарăмě» комитет председателӗ, ЧНК президиум пайташӗ Ю.П. Мареева хутшăнчěç.
Семинара Валерий Клементьев уçрě, малтанах ЧНК вырăнти уйрăмěсен ертÿçисемпе паллаштарчě, вěсене Конгрес президенчěн вырăнти полномочнăй представителěсем пулнине çирěплетекен удостоверени (ěнентерÿ докуменчě) пачě. Чăваш наци конгресěн регионсем хушшинчи пěрлешěвěн ěçě-хěлěпе паллаштарчě. Валерий Леонидович хăйěн советникěсене – Алексей Васильевич Муллина, Ольга Сергеевна Микушкинăна ятарлă удостоверенисемпе çирěплетрě.
Малалла кун йěркипе килěшÿллěн ěçтăвком председателě Н.В. Андреева ЧНК Уставěнчи хăш-пěр пайěсемпе паллаштарчě, 2022 ҫулта пурнăҫламалли ĕҫсем çинче чарăнса тăчě. Комитетсен ертÿçисем Ю.П. Мареева, Э.К. Бахмисов, Е.Ю. Порфирьева, Муркаш районĕн вырăнти пайĕн ертӳҫи Н.Н. Николаева хăйсен ĕҫĕ-хěлěсемпе паллаштарчěç. Чăваш чĕлхине упраса хăварас, аталантарас ĕҫе шкулсенче мĕнле пурнăҫласа пынă пирки З.П. Михайлова каласа пěтěмлетрě, ěç опычěпе паллаштарчě.
Семинарта президиум пайташěсем кăçалхи сумлă çул хамăр республикăран тухнă паллă çынсен ячěсене ěмěре хăварас пирки пысăк ěçсем тăвасси, малалла та пěрле ěçлесси, кашни кварталта пěрре паянхи пек семинар районсене тухса ирттермелли, ЧНК вырӑнти уйрӑмěсен председателӗсемпе пěр чат уçмалли, çамрăксемпе ěçлес юхăма анлăлатмалли тата районсен ертÿçисемпе малалла та пěрле ěçлемелли çинчен килěшÿ çирěплетрěç.
Елизавета Долгова








