
















Паян, авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти хальхи вăхăтри ÿнер центрĕнче Питӗрте пурӑнакан тата Питӗр хулинчи ӳнер аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗреннӗ художниксен ӗҫӗсен «Нева Атăл хĕрринче» ятлă куравӗ уҫӑлчĕ. Ку курав 2016 ҫулта Питӗрте иртнӗ «Нева хӗрринчи Атӑл ҫыранӗ» тата 2018 ҫулта ҫак хуларах йӗркеленӗ «Атӑл-Нева» выставкӑсен тӑсӑмӗ.
Курава йĕркелесе ирттерес шухăша Питĕр хулинче пурăнакан Чăваш халăх художникĕ Анатолий Рыбкин панă. Пурĕ выставкăра Самар, Сарă ту, Хусан, Саранск, Шупашкарпа Чулхула Чĕмпĕрпе Йошкар-Ола тата ытти Атăл тăрăхĕнчи аллă художникăн ĕçĕ вырăн тупнă.
Çак кирлĕ те пархатарлă ĕçе Питĕр хулинчи чăваш культура обществин ертÿçи Владимир Живов йĕркелелеме пулăшнă. Чăннипех те, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Алексеевна Николаева калашле, çак куравра Атăлпа Нева юханшывĕсем пĕрлешнĕн туйăнчĕ.
Курава уçнă çĕре Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, Шупашкар хулин Пуçлăхĕ Олег Кортунов, Чăваш Республикинчи художниксен Союзĕн председателĕ Владимир Нагорнов, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Николаева тата ытти хисеплĕ хăнасем, Питĕрте, Шупашкарта тата ытти хуласенче ĕçлесе пурăнакан ÿнерçĕсем, общество деятелĕсем, культурăра тăрăшакансем питĕ нумайăн çитрĕç.
Чăваш наци конгресĕн Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров вице президент тата Владимир Тяпкин вице-президент курава уçнă вăхăтра ытти сумлă хăнасемпе пĕрле тухса калаçрĕç. Вĕсем çак сумлă пулăма йĕркелеме пулăшнăшăн Питĕр хулинчи чăваш культура обществин ертÿçине Владимир Живова тата темиçе художника ЧНК хисеп хучĕпе чысларĕç.
Курав юпа уйăхĕн 6-мĕшĕччен ĕçлет.