Авăн уйăхěн 9 — мěшěнче Сěнтěрвăрри районěнчи Шěнерпуç (Бичурино) ялěнче, Никита Яковлевич Бичурин çуралнăранпа 245 çул çитнине халалласа палăк уçрěç. Çак паллă куна уявлама тěрлě çěртен хăнасем килсе çитрěç: Китай, Саха(Якути) Республикисенчен, Мускав, Шупашкар хулисенчен. Паллă та сумлă хăнасемпе пěрле Чăваш Наци Конгресěнчен те ěçтешсем килсе çитрěç. Чăваш Наци Конгресěн президенчě Валерий Леонидович Клементьев сăмах тухса каларě, çакăн пек чаплă парк уçма пултарнăшěн тав сăмахě каларě, тирпей-илем тытса пырса, упраса пыма сěнчě.
Парк çумěнчи çěнě чиркý те тыткăна илчě килнě хăнасене. Турăпа пěрле, туслă, пěр -пěрне пулăшса, чăвашлăха упраса пурăнма хистерě сăмах хушнă май Валерий Леонидович.Тав сăмахěсемпе пěрле чăваш халăх культурине аталантарас ěçре тăрăшса ěçлесе пынăшăн Сěнтěрвăрри районěн культурăпа социаллă пайěн пуçлăхне Эльвира Павловна Упракинăна Хисеп хучěпе чысларě.
Уявра халăх нумай пуçтарăнчě. Курса тĕлěнмелли самантсем нумай пулчěç.