Хисеплěрен те хисеплě
Николай Федорович!
Сире, чăваш халăхěн пултаруллă та маттур ывăлне, çуралнăранпа 70 çул тулнă кунпа таса кăмăлтан, чун-чěререн ăшшăн саламлатпăр!
Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, сывлăхăр çирěп пултăр. Килти хӑтлӑхпа ҫемье телейӗ чунăра ӑшӑтса хавхалантарччăр, мӗн шухӑшласа хуни пурнăçланса пытӑр, пур ӗмӗт те вырӑна килтӗр, ăнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата хавхалану яланах Сирӗн туссем пулччӑр. Малашне те чăваш халăхěшěн ырă ěçсем тума вăй-халăр тапса тăтăр!
Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев