НУРЛАТРА КĔР-КĔРЛЕРĔ ИЛЕМЛĔ УЯВ
Тутарстан Республикинчи Нурлат районĕнчи халăх çулсерен утă уйăхĕн пуçламăшĕнче савăнса-хавхаланса пуçтарăнать чăваш культурин Уявне. 2006-мĕш çулта пĕрремĕш хут ирттернĕччĕ ăна ку тăрăхра. Пурăна-киле Пĕтĕм Раççей шайне çĕкленчĕ халăх юратакан Уяв.
Кăçал чăваш культурин праçникĕ июлĕн пĕрремĕшĕнче кĕрлерĕ Нурлат хули таврашĕнчи лапамра. Çак кун ку хулара тăван чĕлхесене аталантарас ыйтупа зонăри семинар-канашлу ирттернĕрен, унта хутшăннă район пуçлăхĕсем Тутар Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Марат Ахметов ертсе пынипеле пĕтĕм йышпа Уява килсе çитрĕç, чăвашсен пуян культурипе тарăннăн паллашма май тупрĕç.
Чăвашсен авалхи йăла-йĕркин уявне ку тăрăхра пурăнакан пĕтĕм халăх кăмăллать. Майдан теекен вырăна пухăннă çынсем тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ пулин те, вĕсем чăвашсен йăла-йĕркипе кăсăкланса паллашрĕç, илемлĕ ташши-юррине курса-итлесе савăнчĕç, тутлă апат-çимĕçĕпе тата кăпăклă сăрипе сăйланчĕç.
Чăваш наци культурине упрас тата аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Нурлат тăрăхĕнчи хастарсем Чăваш наци конгресĕн Хисеп Грамотипе Тав çырăвне тивĕçрĕç.
ЧНК пайташě Александр Вражкин
Сӑнӳкечĕкĕсем авторăн